
Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР Вера Кузьмина ячӗллӗ «Чӗкеҫ» фестиваль иртет. Ҫав вӑхӑтра чӑваш сцени ҫинче Азербайджан, Калмӑк, Крым, Тутарстан, Пушкӑртстан, Мари Эл республикисенчи театрсен чи лайӑх спектаклӗсене курма май туса панӑ.
Фестиваль уҫӑлнӑ кун калмӑксем спектакль кӑтартнӑ, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче — пушкӑртсем тата азербайджансем, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче — ҫармӑссем.
Паян, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Крым тутарӗсем Александр Пушкинӑн «Бахчисарайский фонтан» поэми тӑрӑх Эдип Эмир лартнӑ драмӑна курма май пур. Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тутарсем спектакль кӑтартӗҫ, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче — чӑвашсем.

Ҫак кунсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «СеспельФЕСТ» фестиваль пырать. Вӑл чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Регионсем хушшинчи ҫав мероприяти Иосиф Дмитриев (Трер) ячӗллӗ.
Фестивалӗн пӗрремӗш кунӗнче Мари Элти Ҫамрӑксен театрӗ Иван Гончаров романӗ тӑрӑх лартнӑ «Обломов. Теперь или никогда» спектакле кӑтартнӑ.
«Эпир кашни ҫулах фестивале килетпӗр, — тенӗ театрӑн илемлӗх ертӳҫи, РФ искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Олег Иркабаев. — Пирӗн спектакле сумлӑ жюри хаклани пирӗншӗн пысӑк чыс».

Чӑваш Енри паллӑ балетмейстерсене: Людмила Нянинӑпа Владимир Милютина — халалланӑ конкурсӑн гала-концерчӗ иртнӗ.
Хореографи ӑсталӑхӗн «Ташӑ эрешӗсем» II фестиваль-конкурсне Чӑваш Республикин культурӑпа ӳнер институтӗнче пӗтӗмлетнӗ. Мероприятие асӑннӑ институтсӑр пуҫне Куславккасен ентешлӗх йӗркеленӗ.
Кӑҫалхи конкурса ҫӗршывӑн 7 регионӗнчи 48 пултарулӑх коллективӗ хутшӑннӑ. Вӗсем Чӑваш Енрен, Удмурт Республикинчен, Тутарстанран, Мари Элтан, Чулхула, Курск, Орлов облаҫӗсенчен.

Чӑваш Енӗн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ социаллӑ тата культура проекчӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫавна май унта чӑвашла ҫутӗҫ программи хатӗрлӗҫ.
«Родной язык чувашской сказки» (чӑв. Чӑваш юмахӗн тӑван чӗлхи) проект «Лукойл» организаци Владимир, Вологда, Ярославль облаҫӗсенче, Мари Эл, Мордва Респуликинче, Чӑваш Енре ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ.
Грант укҫипе вулавӑш «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫсем = Щебет ласточек» ҫутӗҫ программине хатӗрлӗ. Вӑл шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли пулӗ. Ӑна чӑваш халӑх юмахӗсене тӗпе хурса пукане юмахӗ лартма 7 сценари хатӗрлӗҫ.

Кӑҫал пирӗн республикӑра Вера Кузьмина ячӗллӗ «Чӗкеҫ» фестиваль пуҫласа иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале ирттерме РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков тата республика Элтеперӗ Олег Николаев пулӑшӗҫ. Фестиваль чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пырӗ.
Пирӗн тӑрӑха Калмӑк Республикинчен, Пушкӑртстанран, Мари Элтан, Крымран, Тутарстанран, ҫавӑн пекех Азербайджанран хӑнасем килсе ҫитмелле.
Фестиваль Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тата Чӑваш патшалӑх пукане театрӗсенче иртӗ.

Чӑваш Енри учительсен оклачӗ пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен пӗчӗкрех иккен. Кун пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче ӗнер пӗлтернӗ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, оклад эпир маларах асӑннӑ виҫерен икӗ хута яхӑн пӗчӗкрех.
Категорисӗр тата стажсӑр уительсен оклачӗ пирӗн республикӑра 8533 тенкӗпе танлашать-мӗн. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсене илсен унтан пӗчӗкреххи Мари Элта ҫеҫ. Унта вӑл — 8265 тенкӗ. Ку вӑл — юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне илсен.
Тутарстанри учительсен оклачӗ — 16157 тенкӗ, Чулхуларисен — 13467 тенкӗ.

Мари Элти Туҫи Мари районӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Вӑрманта 4 лиҫван тата 3 хыр каснӑ иккен.
Кам каснӑ? Ҫак ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна тупнӑ. Вӑл — Чӑваш Ен арҫынни. Хайхискер 7 йывӑҫ касса вӗсене хӑйӗн УАЗӗпе киле илсе килнӗ, унтан хӑма ҫурнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл хӑмасенчен карта тытма палӑртнӑ.
Йӗрке хуралҫисем арҫыннӑн бензопӑчкине тата хӑмисене арестленӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын 7 йывӑҫ касса патшалӑха 200 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ.

Паян, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа конференци иртӗ.
Унта Чӑваш Енри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи, Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Маи Элти, Самар облаҫӗнчи вулавӑшсенче, музейсемпе архивсенче ӗҫлекен специалистсем килсе ҫитӗҫ.
Конференцие хутшӑнакансем Иван Яковлев эткерлӗхне упраса хӑварас, тӗпчес тата халӑхра сарас ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Асӑннӑ енпе вулавӑшсем епле ӗҫленине тишкерӗҫ. Сӑмахран, Чӗмпӗрсенне. Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Иван Яковлев эткерлӗхне электрон мелпе сарни ҫинчен каласа кӑтартӗ.

Шупашкарти ватӑсем Мари Элти пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн «Калинушка» ансамблӗ Йошкар-Олара иртнӗ «Сокровища наций» (чӑв. Нацисен пуянлӑхӗ) фестиваль-конкурса хутшӑннӑ.
Унта Тутарстанри, Чулхулапа Киров облаҫӗсенчи, Мари Элти тата Чӑваш Енри коллективсем хутшӑннӑ. Чӑвашсем «Мӗншӗн-ши эп сана пит юратрӑм» юрӑпа сцена ҫине тухса виҫҫӗмӗш степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ.
«Калинушка» ансамбле тивӗҫлӗ канури ватӑсем юрлама ҫӳреҫҫӗ. Ушкӑнра чи ҫамрӑкки — 63 ҫулти Ирина Яковлева, чи асли — 86 ҫулти Валентина Александрова. «Ватӑлма пирӗн вӑхӑт ҫук», — тет иккен ушкӑна ҫӳрекен 73 ҫулти Николай Фролов.

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ иртнӗ ҫула пӗтӗмлетнӗ.
Пултарулӑх ушкӑнӗ иртнӗ ҫул гастрольсемпе те тухса ҫӳренӗ. Тутарстанра, Мари Элта, Пушкӑртстанра тата Чӗмпӗр облаҫӗнче пулнӑ. Пушкӑртстанра артистсем 8 районпа хулана ҫитсе концерт кӑтартнӑ.
Раҫҫей халӑхӗсен пултарулӑх коллективӗсен «Звезды народного искусства» (чӑв. Халӑх ӳнерӗн ҫӑлтӑрӗсем) гала-концертӗнче (вӑл раштавӑн 12-мӗшӗнче пулнӑ) «Русская песня» (чӑв. Вырӑс юрри) Мускаври патшалӑх академи театрӗн сцени ҫине тухнӑ.
